Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре ҫӗнӗ вӗренӳ стандарчӗсем вӑя кӗрӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн, шкул ачисем финанс пӗлӗвне ӑса хывӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫакнашкал уроксем пулӗҫ.
Уроксем 9-11-мӗш классенче иртӗҫ. Республикӑра пӗтӗмпе 22 пин ача ҫак темӑна итлесе ларӗ. Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта уроксене Финанс министерствин ӗҫченӗсем ирттерӗҫ. Ытти ҫӗрте вара – вырӑнти администрацисен финанс пайӗн ӗҫченӗсем, централизациленӗ бухгалтерире тӑрӑшакансем. Ҫавӑн пекех ку енӗпе нимеҫӗсемпе экспертсене чӗнӗҫ.
Паян 15 сехет ҫурӑра Ҫӗнӗ Шупашкарта 9-мӗш хутран 5 ҫулти ача ӳкнӗ. Ку инкек Юханшыв урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра пулнӑ.
Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата 15 сехет те 37 минутра пӗлтернӗ тӑрӑх, ача чӗрӗ пулнӑ.
Инкек вырӑнне васкавлӑ медпулӑшу, полици ҫитнӗ.
Паян ирхи 6 сехет те 40 минутра Шупашкарти Гастелло урамӗ патӗнчи чарӑнура Ҫӗнӗ Шупашкара каякан 220-мӗш маршрутка ҫул хӗрринче ларакан фура ҫине пырса кӗнӗ. Салонра пассажирсем пулнӑ: пӗтӗмпе 10. 11-мӗшӗ – водитель. Юрать-ха, вӗсен йышӗнче ачасем пулман.
Водитель аманман. Пӗтӗм пассажира пульницӑна илсе ҫитернӗ. 4 ҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ҫул хӗрринче ларакан фурӑна вара 1500 тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара тата Кӳкеҫе ҫӳрекен маршруткӑсен маршручӗсен схеми улшӑннӑ. Ку хыпара республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ.
Муниципалитетсен хушшинчи 234-мӗш маршрут пассажирсене «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар-Шупашкар» ҫулпа турттарать. Республикӑн тӗп хулинчи В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвне кайнӑ чухне вӑл Энтузиастсен, Грасис, Граждан тата Социалистически урамсем тӑрӑх кайма тытӑннӑ; каялла ҫаврӑнса килнӗ чухне — Социалистически, Граждан, Эльмень тата Энтузиастсен урамӗсемпе.
Шупашкартан Кӳкеҫе хутлакан 325-мӗш маршрут «Хлеб» (чӑв. Ҫӑкӑр) общество патне ҫитет.
Улшӑну ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ватӑ пассажир троллейбусра аманнӑ. Ку 54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспортра пулнӑ.
Троллейбус пынӑ чухне 72 ҫулти хӗрарӑм ӳкнӗ. Ахаль пулман – унӑн ҫурӑм шӑмми аманнӑ.
ҪҪХПИ транспортра пынӑ чухне порученьрен тытӑнса пымалли пирки асӑрхаттарать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр арҫынпа хӗрарӑм пушарта шар курнӑ. Инкек ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче каҫхи сакӑр сехетре пулса иртнӗ.
Хулари Ҫамрӑксен урамӗнчи 8-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗм ҫунма пуҫланӑ. Унта пулнӑ арҫынпа хӗрарӑм сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсене ҫунакан пӳлӗмрен илсе тухма пултарнӑ. Вӗсене вӑхӑтра пулӑшу кӳнӗ.
Пушара 15 минутра сӳнтерме пултарнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 912 пушар тухнӑ, вӗсенче 54 ҫын курнӑ, 39 ҫын вилнӗ, 123 ҫынна ҫӑлса хӑварнӑ. Пушар 3 миллион тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче ҫӗршыври паллӑ хӑш юрӑҫ килессине пӗлтернӗ. Вӑл – Паскаль. Ытларах ӑна «Шелковое сердце» юрӑпа пӗлеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар 62 ҫул тултарнине ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑвӗҫ. Паскаль концерчӗ 18 сехет ҫурӑран пуҫласа 21 сехетчен пулӗ. Хула администрацийӗ куншӑн 366 пин тенкӗ тӳлӗ.
Сӑмах май, Паскаль Чӑваш Енре унччен те пулнӑ. Ун чухне те, 2013 ҫулта, вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче юрланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫамрӑк арҫынна 6 ҫулти хӗрача ҫумне ҫулӑхнӑ тесе тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем ҫав этем ытти чух та ҫавӑн пек хӑтланса ҫӳремен-ши тесе шанмаҫҫӗ. Арҫын усал ӗҫ тунӑран шар курнисене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 6 ҫулти хӗрача хӑйӗн килӗнчен инҫе мар скверта выляса ҫӳренӗ. Ҫавӑн чухне ӑна ют арҫын тӗмсем хушшине астарса чӗннӗ. Унта вӑл ача ҫумне ҫулӑхнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 14-мӗш шкулта ӑс пухакан Анастасия Жукова Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пушарпа ҫӑлав спорчӗ енӗпе ирттернӗ Пӗтӗм Раҫҫейри турнирта ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Тупӑшу Ӗренпурта ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Пирӗн ентеш 17-18 ҫулсенчи ҫамрӑксен йышӗнче ӑмӑртнӑ, штурм пусмипе хӑпарнӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Настя юлашки 5 ҫулта кунашкал ӑмӑртусенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ.
Сӑмах май, Пӗтӗм Раҫҫейри турнира 23 регионти чи вӑйлӑ атлетсем хутшӑннӑ.
Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта общество транспорчӗн маршручӗсене улӑштарасшӑн.
Республикӑн тӗп хулинче транспорт реформи 2018 ҫулта пулса иртнӗччӗ.
Ҫӗнӗ реформа хулари 9 автобус маршрутне тата 1 троллейбус маршрутне пӑрахӑҫлама палӑртать. 14 автобус маршрутне тата 5 троллейбус маршрутне улӑштарма шухӑшлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ 3 автобус маршручӗ тата троллейбус маршручӗ кӗртесшӗн. 2 автобус маршручӗпе 10 троллейбус маршручӗ унчченхиллех юлӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 6 автобус маршрутне пӑрахӑҫласшӑн, 2 автобус маршрутне тата 3 троллейбус маршрутне улӑштарасшӑн.
Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинчи 101, 101с, 220, 234, 262, 270, 331-мӗш маршрутсене пӑрахӑҫласа троллейбуссем ҫӳретме тытӑнасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |